Не только я беру интервью, но и у меня взяли интервью для чувашской газеты . Замечательная журналистка Ирина Алексеева с которой мы общались, и она задавала интересные вопросы. Саму статью мы можете прочитать тут, в газете или на их официальном сайте .
Анна Сергеева, Шупашкарта çуралса ÿснĕскер, ташă каçĕсене çÿреме юратнă. Шăпах çавăнта вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе Эргунпа паллашнă. Арçын ячĕ тĕлĕнмелле пек-и? Паллах. Ăна Аня та, унăн ашшĕ-амăшĕ те тÿрех ас туса юлайман. «Эргун» сăмах «ырă кун» евĕр янăранăран çеç ас тума май килнĕ. Эргун Турцире çуралса ÿснĕ. 2011 çулта вăл Чăваш Ене пирвайхи хут çитнĕ. Интернетпа усă курнă вăхăтра республикăмăр пирки ăнсăртран пĕлнĕ. Чăвашсем, турккăсем пекех, тĕрĕксен йышне кĕреççĕ-çке-ха. Эргун юлташĕпе Чăваш Енпе паллашас тĕллевпе çула тухнă. Шупашкарта хайхискерсем ташă каçне кайнă. Турци çынни кунта чун савнине тупасса, ахăртнех, тĕлленмен те. Анчах шăпа çырнинчен иртеймĕн. Аня ют çĕр-шыв çыннине качча тухма ачаранпах ĕмĕтленнĕ. Каярахпа, çав вăхăтра чун савнийĕ тупăнман пулсан та, 2012 çулта çемье чăмăртама шухăшланă. Ĕмĕчĕсем пурнăçланнă. Халĕ 22-рискер йĕкĕреш çуратма шухăшлать. «Ĕмĕтленмелле, вара пĕтĕмпех пурнăçланĕ», — тет вăл.
Туй юмах евĕр иртнĕ
Аннăпа Эргун паллашсан туйăмсене тĕрĕслеме шухăшланă. Çамрăксем Шупашкарта пĕр уйăха яхăн хваттер тара тытса пурăннă. Пике савнине ашшĕ-амăшĕпе паллаштарнă. Ырă кăмăллă турккă аслисен кăмăлне кайнă. Çапах хĕрĕ Турцие тухса кайсан амăшĕ самаях пăшăрханнă. «Чи кирли — эсĕ телейлĕ пулни», — тенĕ ашшĕ тĕпренчĕкне. Аня пурнăçри кашни ыйтăва хăй татса пама хăнăхнă. Хальхинче те вăл никамран та канаш ыйтман. Хĕр, Шупашкарти пĕр аслă вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухнăскер, вĕренме пăрахнă, ĕçрен тухса кайнă, юлташĕсемпе, çывăх çыннисемпе сыв пуллашнă та… Эргунпа Турцие çул тытнă. Аньăна çак утăм шиклентермен.
— Пĕрре те ÿкĕнместĕп. Эргун пек çын сахал. Унашкаллине пĕрре те тĕл пулманччĕ. Халĕ пирĕн пĕтĕмпех лайăх. Эргунăн ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем мана лайăх йышăнчĕç. Паллашиччен питĕ пăлхантăм. Вĕсем мана хисеплеççĕ. Эпир пурте пĕр-пĕрне юрататпăр. Хунямăшĕ кинĕпе çакăн пек лайăх хутшăннине нихăçан та курман. Эргунсен тăван нумай. Вĕсенчен пĕри — вырăс хĕрне, тепри американкăна качча илнĕ. Эпĕ — телейлĕ. Хăшĕ-пĕри, тен, ĕненмест те. Анчах ку — тĕрĕс, — терĕ Анна Интернет урлă çыхăнсан. Вĕсем Турцин тĕп хулинче, Анкарара, чаплăран та чаплă туй кĕрлеттернĕ. Тĕлĕнмелле туй Аньăн асĕнче яланлăхах юлнă. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл ун пирки:
— Турцире туй — чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Çавăнпа ăна йĕркеленĕ чухне вăя та, укçа-тенке те шеллемеççĕ. Çав кун лăпкă пуçланчĕ. Вĕсен никам та ниçта та васкамасть. Кăнтăрла иртни 1 сехетре мĕн пур хĕр-хĕрарăм илем салонне кайрăмăр, пурне те прическа турĕç, сăрларĕç. Каччăпа хĕр енчисем кăнтăрла хыççăн çеç пухăннине пĕлсен шалтах тĕлĕнтĕм. Ара, пирĕн туй кунхине ирхи 6-7-рех пухăнаççĕ-çке-ха. Эргунпа утă уйăхĕн 12-мĕшĕнчех çырăнтăмăр. Туя вара çурлан 24-мĕшĕнче кĕрлеттертĕмĕр. Çак кун капăр, шурă кĕпе тăхăнтăм, чечек çыххи хатĕрлерĕм. Турккă хĕрарăмĕсем манăн кĕпене килĕштерчĕç. Журнал хуплашки валли те ÿкерчĕç. Каччă енчисем те илем салонĕнче чиперленчĕç. Пĕр япалашăн çеç ÿкĕнетĕп халĕ. Вăхăта каялла тавăрас пулсан солярие кайса килĕттĕм: хăнасен хушшинче хама шап-шурă ÿтлĕ туйрăм. Эргун мана илем салонне илме пычĕ. Унта чиперленнĕ мĕн пур хĕр-хĕрарăмшăн укçа тÿлерĕ. Çапла йышăннă. Унтан киле çитрĕмĕр, пире параппан çапса, сăрнай каласа кĕтсе илчĕç. Ташланă хыççăн сăн ÿкерĕнтĕмĕр, ресторанта апат çирĕмĕр. Çак вăхăтра хăнасем пухăнчĕç. Турцире туя ытларах чухне уçă вырăнта ирттереççĕ. Америка фильмĕсенчи евĕр туй пирки пĕчĕк чухнех ĕмĕтленеттĕм: çывăхра бассейн, «чĕрĕ» юрă, пĕтĕмпех кĕрен тĕслĕ… Пурнăçланчĕ! Качча каякан хĕр пушмак тĕпне çемьеленмен пикесен ятне çырать. Ку — йăла-йĕрке. Ăна ĕненес тĕк — вĕсем кĕçех качча кайĕç. Палламан хĕрсем урамра чара-чара ман пушмак тĕпне хăйсен ячĕсене çырчĕç. Питĕ хаваслăччĕ! Туй каçхи 8 сехетре пуçланчĕ. Эргунпа хĕрлĕ кавир сарнă çулпа утса тухрăмăр. Юрă янăрарĕ, фейерверк вĕçрĕ. Турци культурипе килĕшÿллĕн, каччăпа хĕр кашни хăна патне пыраççĕ, сывлăх сунаççĕ, саламсем йышăнаççĕ. Укçа парнелемеççĕ, ылтăн япала тыттараççĕ. Кашни сĕтел çине шекер /сахăр/, сувенир /ăна хăнасем пĕрле илсе каяççĕ/ лартма йышăннă. Торт питĕ пысăкчĕ, хĕçпе касрăмăр. Хĕр чечек çыххи ывăтать. Анчах урари резинкăна ывăтма йышăнман. Вăл çаплипех юлчĕ. Туя çитеймен хăнасем кăшăл ярса параççĕ. Чăннипе, вĕсем мана шиклентереççĕ. Турккăсемшĕн вăл — лайăх паллă. Çĕнĕ лавкка уçăлсан та кăшăлсем вырнаçтараççĕ. Тата туй кунхине пирĕн машинăна çынсем /чухăнни те, пуянни те/ сырăнни тĕлĕнтерчĕ. Укçа тÿлесен çеç çула уçаççĕ. Интереслĕ тепĕр йăла-йĕрке — хна каçĕ. Ку — хĕр тăван килĕпе сыв пуллашни. Вăл авалхи йăла-йĕрке. Турккăсем маттур — ăна сыхласа хăварма пултарнă. Çав каç илемлĕ, çĕнĕ кĕпе тăхăнтăм. Турккăсен «Великолепный век» сериалĕнчи Хюррем тăхăнакан кĕпе евĕррине суйларăм. Пÿлĕм варрине лартрĕç, пуçа хĕрлĕ тутăрпа витрĕç. Пулас упăшкан пĕр тăванĕ «çунакан хна» йăтса кĕчĕ. Хĕрарăмсем ман тавра çаврăнса хурлăхлă юрă шăрантарчĕç. Тĕрĕссипе, манăн макăрмаллаччĕ, анчах питрен кулă каймарĕ. Хĕрпе каччă аллине хна сĕреççĕ, вăл эрнене яхăн тасалмасть. Ăна пĕрре качча кайса телейлĕ пурăнакан хĕрарăм çеç тăваять: хăйĕн опытне çамрăк хĕре парать-мĕн. Туй маншăн юмах евĕр иртрĕ.
Ача-пăча ÿстерме ĕмĕтленеççĕ
Аня каланă тăрăх — Турцире, Шупашкартипе танлаштарсан, апат-çимĕç хаклă. Укçа çук тăк пурăнма йывăр-мĕн. Кил-çуртсăр, чухăн çын нумай. Хăшĕ-пĕри каçсерен картун, пластик пухать. Аня турккăлла калаçма вĕреннĕ ĕнтĕ, çырма та хăнăхнă. Упăшкипе вырăсла пуплет. Турккăсем тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх йышне кĕнĕрен вĕсен хăш-пĕр сăмахĕ чăвашсенни пекех: кашик /кашăк/, хаяр /хăяр/, сухан… Аня палăртнă тăрăх, кунашкал сăмах нумай мар, ытларахăшĕ тутарсенне çывăх. Пике Турцире çул-йĕр килĕшменнине палăртрĕ. Унта çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿрейместĕн иккен: шăтăк-путăклă. Ресторан-кафене каяс пулсан автомашинăна кил умнех лартмалла, унсăрăн çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа ура хуçасси те инçех мар. Общество транспорчĕ те сахал çÿрет иккен. Автобус пĕр еннелле çеç каять. Кирлĕ çĕре çитес тесен виçĕ автобуса ларма тивет. Эргун Чăваш Ен пирки мĕн шухăшлать-ши? Пирĕн тăрăх ăна килĕшнĕ-ши?
— Шупашкар Эргун кăмăлне кайрĕ. Вăл хула таса, илемлĕ пулнине палăртрĕ, — пĕлтерчĕ Анна Байсеферогуллары. Турккăна кунти апат-çимĕç килĕшмен. Вăл каланă тăрăх, Чăваш Енре выçса вилме пулать, мĕншĕн тесен апат-çимĕç пахалăхсăр. Эргун чăваш ялĕнче те пулса курнă. Çимĕкре масар çине халăх нумай пухăннине, вĕсем ĕçсе-çинине, апата вил тăпри çине хунине курсан питĕ тĕлĕннĕ. Ялти туалета вара Эргун ура ярса та пусман.
Анна Христос тĕнне ĕненет, Эргун вара — мăсăльман. Турккă арçынĕ арăмне тĕне улăштарма хистемен.
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, мăсăльман хĕрĕн урăх тĕн çыннине качча тухма юрамасть. Арçыннăн вара суйлама ирĕк пур. Чăннипе, мана турккăсем вырăс хĕрĕсене ытларах качча илесшĕн пек туйăнать. Вĕсем вырăс тата украин пикисене турă вырăнне хураççĕ, — ăнлантарчĕ Аня.
Аннăпа Эргун Анкарара ашшĕ-амăшĕпе пĕр хваттерте пурăнаççĕ. Вĕсем хăш-пĕр чухне пĕр-пĕрне курмаççĕ те, мĕншĕн тесен хваттер лаптăкĕ — 400 тăваткал метр. Çамрăк мăшăр килĕшÿре пурăнать. Пĕр-пĕрне ăнланаканскерсем ача-пăча çуратса ÿстерме ĕмĕтленеççĕ. Вĕсем пулас тĕпренчĕкĕсене тĕне суйлама ирĕк парасшăн. Аньăпа Интернет урлă калаçсан çакна ăнлантăм: ĕмĕтленни-шухăшлани пурнăçа кĕретех, кĕтме çеç пĕлмелле.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Анна БАЙСЕФЕРОГУЛЛАРЫ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.
Понравилось это:
Нравится Загрузка...